Шупашкарти 54-мĕш шкулта, пуш уйăхĕн 29-мĕшĕнче, чăваш чĕлхипе литературине хулара вĕрентекенсем хушшинче «Чĕлхе уççи – сăмах тĕшши» конкурс иртнĕ. Конкурса хутшăнакансем чăваш фразеологизмĕсене, ваттисен сăмахĕсемпе тупмалли юмахĕсене тарăннăн пĕлнине кăтартнă, литература вăрттăнлăхĕсене уçса панă, чĕлхен тĕлĕнтермĕш тĕнчинчи кăткăс ыйтусене хуравланă.
Конкурс призерне, Ананьева Зоя Ефимовнăна, саламлатпăр, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.