Пятница, 22.01.2021, 03:37
Приветствую Вас Гость | RSS
 
Главная Тĕп сведенисемРегистрацияВход
Меню сайта
Соцсети

описание к изображению

Block content
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Вĕренÿ учрежденийĕн тулли ячĕ

Чăваш Республикинчи Шупашкар хулин «2-мĕш гимнази» муниципалитетăн пĕтĕмĕшле вĕренÿ бюджет учрежденийĕ

 

Юридици тата чăн адресĕ

428003, Шупашкар хули Чăваш Республики, Энгельс урамĕ, 10-мĕш çурт

 

Пĕтĕмĕшле вĕренÿ организацийĕн учредителĕ

Шупашкар хулин  администрацийĕн вĕренÿ управленийĕ, 428000, Шупашкар хули, Мускав проспекчĕ, 8-мĕш çурт

Телефон (8352) 58-15-49

Факс (8352) 58-14-94

Сайт http://gov.cap.ru/main.asp?govid=139 

Почта  [email protected]

Ĕç вăхăчĕ – 8:00 – 17:00, тăхтав вăхăчĕ - 12:00 - 13:00

 

Директор

Доментьева Светлана Валентиновна – Шупашкар хулин «2-мĕш гимнази» муниципалитетăн пĕтĕмĕшле вĕренÿ бюджет учрежденийĕн директорĕ

 

Килекенсемпе ĕçлемелли вăхăт: тунти кун 13:00 – 15:00

                                                       кĕçнерни кун 14:00 – 16:00

Адресĕ: ЧР Шупашкар хули, Энгельc урамĕ, 10-мĕш çурт

Телефон: (8352) 62-24-56

Почта  [email protected]

 

Çыхăнмалли телефонсем

Йышăну пÿлĕмĕ (8352) 62-00-39 (Секретарь) Почта [email protected]

Воспитани ĕçĕн директор çумĕ (8352) 62-34-02  (Вислобокова Марина Юрьевна) Почта  [email protected]

Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕн директор çумĕсем (Киселева Лариса Владимировна, Смирнова Ольга Александровна) Почта [email protected]

Административлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен директор çумĕ (8352) 62-21-96  (Миронова Наталья Борисовна) Почта [email protected]

Сайт 

Почта [email protected]

 

Ĕç йĕрки

 Шупашкар хулин «2-мĕш гимнази» МПВБУ 1-11 классемпе 5 кун ĕçлет

Пур классем те пĕрремĕш сменăра вĕренеççĕ.

8 сехет те 15 минутра ирхи зарядка пуçланать.

Занятисем 8 сехетте 30 минутра пуçланаççĕ.

Урок 40 минут пырать.

Занятисем 15 сехет те 30 минутра вĕçленеççĕ.

Тăхтавсем 10-20 минут пыраççĕ.

Хушма занятисем 40-60 минут пыраççĕ.

 

Уроксен расписанийĕ

 1 урок

8.30 - 9.10

тăхтав 15 минут

2 урок

9.25 - 10.05

тăхтав 15 минут

3 урок

10.20 - 11.00

тăхтав 15 минут

4 урок

11.15 - 11.55

тăхтав 20 минут

5 урок

12.15 - 12.55

тăхтав 20 минут

6 урок

13.15- 13.55

тăхтав 10 минут

7 урок

14.05 - 14.45

 

 

Вĕренÿ çулĕн тапхăрĕсем:

1-4-мĕш классенче, 5-9-мĕш классенче – 4 чĕрĕк;

10-11-мĕш классенче – икĕ çурçуллăх

 

 

Шупашкар хулин «2-мĕш гимнази» МПВБУ ĕç-хĕлне кăтартакан информаци справки

 Вĕренÿ учрежденине 1963-мĕш çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче хута янă. Вăл 8 çул вĕренмелли 16-мĕш шкул ятпа уçăлнă. Кĕске вăхăтрах Шупашкарта чи лайăххисен шутне кĕнĕ, мĕншĕн тесен кунта пĕр вăхăтрах 960 ача пĕлÿ илме пултарнă, унсăр пуçне шкул вăрăм кун йĕркипе ĕçленĕ. 1967-1968-мĕш вĕренÿ çулĕнче ăна 16-мĕш вăтам шкул, 1994-мĕш çулта вăтам пĕлÿ паракан 16-мĕш гимнази, 2000-мĕш çулта «2-мĕш гимнази» МВУ, 2011-çулхи авăн уйăхĕнче Шупашкар хулин «2-мĕш гимнази» МПВБУ ят панă.

Шкулта директор пулса ĕçлекенсем: Шелевая Мария Николаевна (1963-1972), Маленова Маргарита Александровна (1972-1986), Милачёва Нина Фёдоровна (1986-1988), Прокопьев Анатолий Иванович (1988-2001), Григорьев Александр Петрович (2001-2005).

Шкул историйĕ пуян. Вăл пĕтĕмпе 50 кăларăм туса 2940 ачана вĕрентсе кăларнă. Вĕсенчен 263 ача уйрăм паллăлăх аттестачĕ илнĕ. Гимназире вĕренекен 26 ача Чăваш Республикин президенчĕн, Шупашкар хулин пуçлăхĕн, «Одаренные дети – достойная смена Отчизны» Фондăн стипендиачĕ ятне тивĕçнĕ.

Шалфеева Вера Алексеевна, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен, 1982-мĕш çулта гимназире А.С.Пушкин музейне уçнă. Хальхи вăхăтра музей творчествăлла ĕçлекен тата тĕпчев ĕçĕсем çыракан ачасене пĕрлештерсе тăрать. Çамрăк пушкинистсем кунта кашни çулах экскурсисем ирттереççĕ. Республикăри шкулсенчен килнĕ ачасене, студентсене тата ытти хăнасене А.С.Пушкин çинчен чăвашла, вырăсла, акăлчанла, французла каласа параççĕ. Музей ĕçне 2008-мĕш çулта Раççей Культура Фондчĕн президенчĕ, Никита Михалков, пысăк хак парса чысларĕ.

Паянхи куна илсен гимназире 29 класс-комплект. Пĕтĕмпе 769 ача вĕренет. Классенче вăтамран 26-27 ача. Шкул микрорайонĕнче çĕнĕ çуртсем ÿсе-ÿсе ларнă пирки ачасен шучĕ нумайланса пырать.

Учреждени хулара та, республикăра та чи лайăх шкулсен йышне кĕнĕ. Хулара ирттерекен мониторинг результачĕсем гимназире вĕренекенсен вĕренÿ шайĕ пысăк пулнине кăтартаççĕ. Юлашки 5 çул хушшинче гимназистсен 60% вĕренÿ çулне «4» тата «5» паллăсемпе вĕçлет. 9,11-мĕш класс пĕтерекенсен ППА кăтартăвĕсем яланах аван. Вĕсем хула тата Чăваш Республика результачĕсенчен те пысăк.

Учреждени яланах çĕнĕлле ĕçлеме тăрăшать. Паянхи куна илсен вăл çак проектсенче вăй хурать: «Совершенствование организации питания обучающихся в общеобразовательных учреждениях» Республика шайĕнчи проект, «Одаренные дети» хула шайĕнчи проект. 2008-2010-мĕш çулсенче гимнази «Новый диск» ятлă Федераллă эксперимент площадкинче мультимедийлă электрон пособисемпе ĕçленĕ. Гимнази хулари информаци пĕрлĕхĕшĕн тăрăшать. Учрежденире комплекслă программăн информаци системи «Сетевой город. Образование» ĕçлет.

Учрежденире ĕçлекен 45 педагогран 100% аслă пĕлÿ илнĕ.

  Вĕрентÿ тата воспитани ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Шупашкар хула администрацийӗн вӗрентӳ управленийӗ 8 учителе (17,8%), Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви 10 учителе (22,2%) Хисеп грамоти, Раççей Федерацийĕн наукăпа вĕренÿ Министерстви 3 педагога (6,7%) Хисеп грамоти парса чысланă. 11 вĕрентекен (24,4%) «Почетный работник общего образования Российской Федерации» ята тивĕçнĕ.

Учительсем ачасен индивидуаллă уйрăмлăхне шута илсе ĕçлеççĕ. 10-мӗш классенче вӗренекен индивидуаллӑ запроссене туллин тивӗҫтерес тӗллевпе шалти профилизаци,  пӗчӗк ушкӑнсенче (модульсенче) профилизаци тӑвас тӗллевпе ĕç пурнӑҫланса пырать. Гимназирен вĕренсе тухакан ачасенчен 80% суйласа илнĕ профильпе çĕр шывăн аслă шкулĕсене тÿлевсĕр вĕренме кĕреççĕ.

Хула шайĕнче ирттернĕ «Лучшая школа года столицы 2007» конкурсри «Школа гражданского становления» (хула пуçлăхĕн распоряженийĕ 18.02.2008 491-р номер) номинацире гимнази çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илчĕ, 2008-мĕш çулта Раççейри инновациллĕ программăсемпе (пр.МО РФ 15.05.2008 146-мĕш №) ĕçлекен вĕренÿ учрежденийĕсем хушшинче ирттернĕ конкурсра çĕнтерÿçĕ пулчĕ, 2008-мĕш çулта ирттернĕ «Лучшая программа информатизации образовательного учреждения» ятлă район конкурсĕнче призерсен шутне кĕчĕ, 2009-мĕш çулта инновациллĕ вĕренÿ программисене пурнăçа кĕртекен вĕренÿ учрежденийĕсем хушшинче ирттернĕ республика конкурсĕнче 4-мĕш вырăн йышăнчĕ. 2012-мĕш çулта Шупашкар хулин «2-мĕш гимназине» «Ведущие образовательные учреждения 2012» ятлă Наци реестрне кĕртнĕ. 2015-мĕш çултанпа гимнази «Школа цифрового века» пĕтĕмĕшле Раççей проектĕнче активлă хутшăнать (педагогсенчен 98% модуль курсĕсене тухнă). 2016-мĕш çулта гимнази Раççейри чи лайăх шкулсен ТОП-500 шутне кĕнĕ. Ку списока тăвакансем 2015-2016-мĕш вĕренÿ çулĕнче «2-мĕш гимназин» кăтартăвĕсем çÿллĕ шайра пулнине палăртнă. Гимнази Пӗтӗм Раҫҫейри экономика диктанчӗ ирттермелли площадка (2017-мĕш çул, 2018- мĕш çул, 2019- мĕш çул), математикӑпа шкул ачисен регионти САММАТ олимпиадăн заочнӑй тапхӑрне ирттермелли площадка (2016-мĕш çул), «Государственные символы Чувашской Республики» библиотека диктанчĕ итрттермелли площадка (2017-мĕш çул), финанс грамăтлăхне ÿстерес енпе йĕркеленĕ «Всероссийская неделя сбережений» проекта ирттермелли площадка (2017-мĕш çул, 2018-мĕш çул), Пĕтĕм Раççейри Пысăк этнографи диктантне ирттермелли площадка (2018-мĕш çул), шкул ачисен физикăпа Мускав олимпиадине ирттермелли площадка (2018-мĕш çул) пулса тăчĕ.

       Гимнази базинче Чăваш Республикин вĕрентÿ институчĕн кĕçĕн класс вĕрентекенĕсене валли стажировка площадки вăй хурать. 2017-мĕш çулта гимнази пĕтĕм Раççейри ««Школа, открытая инновациям. Новые учебники - новые возможности» проектăн стажировка площадки пулса тăчĕ. Çак площадкăра вĕрентекенсем хальхи методика комплексĕсене усă курас тата сарас енĕпе ĕçлеççĕ.

     Гимнази Чăваш Республикин аслă пĕлÿ тата кĕçĕн пĕлÿ парас вĕренÿ заведенийĕсемпе активлă ĕçлет. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ йĕркеленĕ проектсене хутшăнать («Педагоги на производство», «Университетские субботы», «Профессиональная среда», «Университет для детей»).

Некоторые люди просто теряют свои дипломы или сертификаты, что обычно случается довольно часто. Есть два варианта: купить диплом http://ebu-diploma.com/kupit-diplom-vuza/ в хорошем интернет-магазине и говорить как здесь, или попытаться восстановить диплом.
Вход на сайт

описание к изображению
ГТО
описание к изображению
Прием в 1 класс
Всероссийские проверочные работы title=
Методическая работа title=
описание к изображению
описание к изображению
описание к изображению

Уполномоченный по правам ребенка
описание к изображению
описание к изображению

описание к изображению

экономический диктант

Профессиональная среда
Билет в будущее

Архив записей
Copyright MyCorp © 2021
Бесплатный конструктор сайтов - uCoz