Раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче 5-мĕш А класра Еливанова Г.Г. , К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнчи наука сотрудникĕ, калаçу ирттерчĕ. Вăл ачасене ĕлĕк мĕнле вĕренни çинчен каласапачĕ, ун чухнехи вĕренÿ кабинечĕсене, ачасен тетрачĕсене, çи-пуçне кăтартрĕ, перопа çырмалли чернила мĕнле тунине ăнлантарчĕ. Юлашкинчен вĕренекенсем ĕлĕкхи перопа çырса пăхрĕç.
Калаçу усăллă та кăмăллă пулчĕ. |